Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

«Электронлӑ сӑмахсар» сайт ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Нумаях пулмасть эпир унта М.И. Скворцов хатӗрленӗ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарьне» (2004) кӗртрӗмӗр. Вӑл пурӗ 3600 яхӑн сӑмахран тарать. Электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе Аҫтахар Плотниковпа Татьяна Цыркунова хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ словарь сӑмахсар сайтӗнче тӳлевлисен йышӗнче пулӗ. Унпа усӑ курас тесен сирӗн абонемент туянма тивӗ. Хакӗ — ҫур ҫул усӑ курмашкӑн 200 тенкӗ. Ҫапла май пухнӑ укҫана эпир ҫӗнӗ словарьсем сканерласа кӗртме ярӑпӑр. Тӗслӗхрен, Н.Ашмаринӑн сӑмах пуххине.

Абонемент туяннӑ чухнехи тӳлев мелӗсем ҫӑмӑл. Е карточкӑпа (VISA, MasterCard, МИР) усӑ курма пулать, е карас телефонӗнчи счётпа.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/dict/14.html
 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?

Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар. Шӑп та лӑп видео техникипе усӑ курса сӑвва чи лайӑх каланине ҫырса илмелли. Ӳкер эс ӑна пӗр виҫӗ-тӑватӑ хут та кайран суйласа чи лайӑххине ярса пар. Кулленхи пурнӑҫра та ҫак ҫынсем ман шутпа ячӗшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир вырӑссем пек те тутарсем пек те аталанаймастпӑр. «Ячӗшӗн» пурӑнатпӑр...

Пӗр япалана эп ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Хӑш-пӗр ӗҫре видео ҫырнӑ вӑхӑтра вӗрентекенсен сассисем те ҫырӑнса юлнӑ. Леш, хайхи «Начали» текеннисем. Калас пулать — чӑвашла ирттерекен конкурссене 99% чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестиваль иртнӗ. Республика шайӗнче йӗркеленнӗскере 3-5-мӗш классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасем пухӑннӑ. Кӑҫал конкурса Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата республикӑри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

«Сӑвӑ чи ӑста калакан» номинацире тӑван чӗлхе, ҫӗршыв, анне ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ. «Чи лайӑх сценка» номинацире ачасем ӑста вылянӑ. «Чи лайӑх юрлакан» номинацире халӑх, эстрада юррисем янӑранӑ.

«Хунав» фестиваль ача пахчинчи ачасен хушшинче иртнӗ. Вӗсем юрӑ-сӑвӑпа савӑнтарнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс фестивале хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал унта район шайӗнче ҫӗнтернӗ 100 ача тата 17 пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль иртнӗ. Ӑна Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.

Уява ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников ЧР культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи тата Альбина Юрату поэтессӑсем тата ыттисем хутшӑннӑ.

Уяв «Тӑван ялтан — космос таран» куравран пуҫланнӑ. Унта икӗ курав ӗҫленӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутатакан картинӑсем тата «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн пайташӗ П.Васильевӑн фото-куравӗ.

Юрий Исаев ку мероприяти чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй ашшӗ-амӑшӗ панӑ чӗлхепе хаваспах калаҫнине пӗлтернӗ.

Мероприятие «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх пуҫарнипе йӗркеленӗ. Фестивальте 13 лапам ӗҫленӗ. Вӗсенче шкул ачисем хӑнасене ӗлӗкхи йӑла, культура, тӗрӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Азалия Гималиева
Азалия Гималиева

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипех тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ. Ҫав кун умӗн Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсен улттӑмӗш фестивальне ирттернӗ. Уҫӑ уроксене 22 вӗрентекен пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шкултан пырса ҫитнӗскерсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупса урока кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ.

Тренккассисем хӑйсем патӗнче Владимир Путин пулнине паян та манмаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ираида Фомина ҫав саманта ӑшшӑн аса илнине Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтерет. «Эсир питӗ хитре каалҫнине кура чӑвашла вӗренес килсе кайрӗ», — ҫӗршыв Президенчӗн ҫак сӑмахӗсене вӑл халӗ те ӑшшӑн аса илсе ачасене хавхаланупа вӗрентет. Чӑн та, ҫиччӗмӗшне ҫӳрекен тутар хӗрӗ Азалия Гималиева та, ав, чӑвашла кӑмӑлтан вӗреннине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15086
 

Чӑваш чӗлхи
Турайри куравра
Турайри куравра

Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта вырӑнти шкулта ҫиччӗмӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Федор Тимофеев ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитнӗ.

Тимухха Хӗветӗрӗ 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне, 1930 ҫулта СССР АН ҫумӗнчи Яфет институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркеленӗ. Вӑлах тӑван чӗлхен вӗренӳ кӗнекисене тата программисене пуҫласа хатӗрленӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Хавал» уйлӑха кӑҫал та пуҫтарӑнӗҫ. Ун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче асӑннӑ ушкӑн ӗнер пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхине пӗр-пӗринпе калаҫса хаваслӑн вӗренес текенсенчен нарӑсӑн 28-мӗшӗччен йӗркелӳ взносне йӳнӗ хакпа пухаҫҫӗ.

5 ҫулчченхи ачасемшӗн укҫа илмӗҫ, 5–12-рисемшӗн 200 тенкӗ тӳлемелле, шкул ачисен — 300 тенкӗ, студентсен — 400 тенкӗ, ыттисен — 500 тенкӗ. Тӗлпулу тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Унсӑр пуҫне — тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси те.

Йӗркелӳ взносне Шупашкарта Алпарух (Александр Блинов), унӑн телефонӗ — 89023285051, йышӑнать; Самарта — Тӑшман (Антон Вечкунин), унӑн номерӗ — 89608420924; Мускавра — Салампи (Оксана Антонова), телефон номерӗ — 89680799852. Ытти хулара пурӑнакансем ыйтӑва ҫак каҫӑпа уҫамлатайӗҫ: cv-haval.org/ru/node/89.

 

Чӑваш чӗлхи
Марина Куцаева чӗлхеҫӗ
Марина Куцаева чӗлхеҫӗ

Иртнӗ вырсарникун Мускаври «Avanclub» калаҫу клубӗнче ҫамрӑк чӗлхе тӗпчевҫи пулнӑ. Аса илтеретпӗр, клуб Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче ӗҫлет.

Чӑвашсен калаҫу клубне хӑнана Мускаври патшалӑх лингвистика университечӗн аспиранчӗ (клубӑн халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «хастар тата маттур хӗр») Марина Васильевна Куцаева пынӑ.

Марина Мускавра пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен чӗлхи, халӑхӗ, культури пирки мӗн шухӑшланине тӗпчет иккен. Диссертацине те вӑл ҫак темӑпа ҫырнӑ. Калаҫу теми — «Опыт социолингвистического обследования чувашской диаспоры московского региона» (чӑв. Мускав регионӗнчи чӑваш диаспорин социолингвистика тӗпчевӗн опычӗ). Лекцие хӗр вырӑсла вуланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Пӗрремӗш пайӗ Г. И. Фёдоров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗ, иккӗмӗш пайӗнче вара А.А. Трофимовӑн «Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» (чӑв. Вӑхӑт. Ӳнер. Ӳнер пӗлӗвӗ. Стиль юхӑмӗсен истори тата теори ыйтӑвӗсем. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура) кӗнекине хӑтларӗҫ.

Пӗрремӗш пайра Георгий Иосифовичӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине» тишкерчӗҫ. Пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ӑсчахӑн арӑмӗ Галина Фёдоровна итлекенсене Георгий Иосифович ҫак словарьпе мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Николай Иванович Егоров та фразологипе Фёдоров профессор 1970-мӗш ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлани пирки аса илчӗ. Словаре Геннадий Дегтярёв тишкерчӗ — унӑн лайӑх енӗсене палӑртрӗ, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Кунашкал словаре ҫулран ҫул пуянлатса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халӑх сайчӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, «Хавал» тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳсем тӑван чӗлхене юратакансене, ӑна аталантарма пулӑшма хатӗррисене нимене чӗнеҫҫӗ. «#ТӑлмачНиме» ят панӑ мероприяти Шупашкар хулинчи Смирнов урамӗн 7-мӗш ҫуртӗнче (Благовещени микрорайонӗ) иртӗ, 14 сехетре пуҫланӗ.

Мероприятире Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫипе» (корпусӗпе) мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑпӑр, унпа ӗҫлеме вӗрентӗпӗр. Текстсене чӑвашларан вырӑсла куҫарса нимелле ӗҫлесе те пӑхӑпӑр.

Пуху нарӑсӑн 11-мӗшӗнче (шӑматкун) асӑннӑ ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн пӳлӗмӗнче иртӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтетпӗр! Хӑвӑрпа пӗрле ноутбук илсе пырсан аван пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, [60], 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, ...84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та